Назад в раздел
|
||||||
English
English Orthodox Catechism |
Deutsch
Deutsch Orthodoxer Katechismus |
Italiano
Italiano La Catechesi ortodossa |
Español
Español El Catecismo Ortodoxo |
Svenska
Svenska Den Ortodoxa Katekesen |
Suomi
Suomi Ortodoksinen katekismus |
Български
Български Православен катехизис |
Magyar
Magyar Pravoszláv katekizmus |
Ελληνικά
Ελληνικά Ορθόδοξη κατήχηση |
Română
Română Catehismul ortodox |
Eesti
Eesti Õigeusu katekismus |
Українська
Українська Православний катихiзiс |
Беларуская
Беларуская Праваслаўны катэхізіс |
ქართული
ქართული მართმადიდებლური კატეხიზმო |
հայերեն
հայերեն Ուղղափառ կատախիզիս |
Azərbaycan
Azərbaycan Pravoslav katixizisi |
Лезги
Лезги Православидин катихизис |
Нохчийн
Нохчийн Керстанан катихизис |
Қазақ
Қазақ Православилік катихизис |
Кыргыз
Кыргыз Православ катихизис |
Чӑваш
Чӑваш Православи катехизисĕ |
Татар
Татар Православие катихизисы |
Башҡорт
Башҡорт Православие ҡатихизисы |
Буряад
Буряад Үнэн алдарта шажанай катихизис |
kalmyk
kalmyk Үнн алдртын сурһалин чимг |
Саха
Саха Православнай катихизис |
فارسی
فارسی اصول و تعاليم مسيحيت ارتدوكس |
한국어
한국어 정교회 교리서 |
Việt
Việt Sách giáo lý Chính thống giáo |
Иван Александрович Глухов Тула облаçĕнчи Суваровск районĕнчи Кулешево салинче тивлетлĕ хресчен çемйинче çуралнă. Ăна пĕчĕкренех православи ĕненĕвĕпе сăпайлă, ĕçчен пулма, çынсене ырă сунма вĕрентсе пăхса ÿстернĕ. Ырă çын пулма ăна амăшĕ Евдокия Сергеевна пулăшнă. Амăшне вăл питĕ юратнă, хисепленĕ. 30-мĕш çулсенче çемье Мускава куçса килнĕ. Унта Иван 1945 çулта шкул пĕтернĕ. 1948 çулта строительство техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Мускавра çурт-йĕр управленийĕнче техник пулса ĕçленĕ. Алексеевски салинчи Тихвин чиркĕвĕнче питĕ тăрăшакан пулнă, алтарьте ĕçленĕ.
Богослови вĕрентĕвне алла илес тĕллевпе вăл 1951 çулта Мускаври духовнăй семинарине вĕренме кĕрет. 1955 çулта ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерет. Ун хыççăн Мускаври духовнăй академине вĕренме кĕрет, ăна 1959 çулта тĕн вĕрентĕвĕн кандидачĕ пулса пĕтерет. Диплом ĕçĕн теми «Христос вĕрентĕвĕнчи усал тата вĕсен курăнăвĕ çинчен». Академи Совечĕн йышăнăвĕпе И.А. Глухова Академи çумĕнчи профессор стипендиачĕ пулса хăвараççĕ, инспектор пулăшаканĕ тесе çирĕплетнĕ. Семинаринче вăл катихизис, Вырăс чиркĕвĕн историне, 1972 çултан пуçласа Академинче сектоведени вĕрентет. Çав çулах доцент званине çирĕплетет.
Тунă çитĕнÿсемшĕн И.Глухова Владимир святой князьăн, Сергия Радонежскин 1 тата 2 степеньлĕ орденĕсемпе тата Патриарша грамотипе чысланă. 1995 çулта Святой Çĕре турра пуç çапма çÿренĕ. Юлашки çулсенче И.А. Глухов Мускаври Пĕтĕм Сăваплăсен храмне çÿренĕ, вилнĕ хыççăн ăна унтах кĕл тунă. Иван Александровича Благовещанск салинче пытарнă.
И.А.Глухов экзаменсене çирĕп тыттаракан вĕрентекен пулнă. Тĕн çырăвĕнчи темиçе çĕр кĕскен каланă анлă шухăшлă сăмахсене астуса юлмаллла пулнă. Семинарта пĕрремĕш курсра вĕренекен катихизис предмечĕ вара вĕрентĕвĕн тĕп никĕсĕ пулнă, вăл уншăн чи юратнă предмет пулса тăнă. Катихизиса лайăх пĕлсен ытти предметсене вĕренме çăмăл пулнă. Вĕренекенсем ун предметне çул-йĕр правилисене пĕлнĕ пек питĕ лайăх пĕлнĕ. И.А.Глухов лекцисене итлекенсем ăна пурте ырăпа асăнаççĕ. Хăй пĕлнине ыттисемпе пайлакан, тимлĕ, анлă тавракурăмлă, ыттисене яланах пулăшма хатĕр педагог пулнине çирĕплетеççĕ.
Вулакансене сĕнекен «Православи катихизисĕ» православи тĕнĕ, шанчăк, юрату çинчен вĕренмелли анлăн çырса панă кĕнеке. Христос шанăçĕ çинчен кĕскен шанăç Символĕнче çырса кăтартнă. Христос шанчăкĕ çинчен вĕрентни кĕлĕсенче, «Атте Турăра» тĕл пулать. Христос юратавĕ çинчен вĕрентни Турă Законĕсенче е Десятисловире тĕл пулать.
И.А.Глуховăн «Православи катихизисĕнче» автор Турра еплерех ĕненнине, шаннине, юратнине уçса парать. Ăна вулакан патне илсе çитерме тăрăшать.